Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ятсӑр-сумсӑр йӑхран мар

Чӑваш тӑмхисем пирки

Авалтанах килекен йӗрке пур: йӑх-несӗл ушкӑнӗ, кил-йыш, ял-йыш, ял-хула, ҫӗршыв хӑйӗн хисеплӗх-чыслӑх ялавӗсене, элемӗсене, чалхи-с-ӗлтисене е сурпанне ыттисем курмалла ҫирӗплетсе хӑварма тӑрӑшать. Ҫӗршывсен ялавӗсем, гербӗсем (тӑмхисем) тӑрӑх патшалӑх мӗнле шухӑшкӑмӑллӑ, мӗнле тытӑмлӑ пулнине «вуласа» пӗлме пулать. Яппунсен ялавӗ ҫинче хӗвел ҫаври, Чӑваш наци конгресӗн ялавӗ ҫинче — тӑват вӗҫлӗ кӗскӗ тӗрри (Шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ). Ыттисен те ҫапла уҫӑмлӑ та чуна ҫывӑх паллӑсем пулаҫҫӗ.

Чӑваш ялӗсемпе хулисем, районӗсем хамӑр несӗл тымарӗсем ҫинчен кӗнекесем кӑларма тытӑнсан, таврапӗлӳҫӗсем час-часах ял, паҫулкка, район гербӗсене (тӑмхисене) мӗнле тӑвасси пирки шухӑшлама пуҫларӗҫ. Чӑвашсен несӗл (йӑх, ратне, тавраш, ушкӑн) паллисем пурин те пулнӑ. Халӗ те манӑҫман-ха. Ватӑрах ҫынсем паян та хӑйсен ҫӗрне, анине, урапи-ҫунине, миххи-хутаҫне, пештӗрне, чӗресне тӑмха лартса яраҫҫӗ. Вӑл паллӑсем В.Д.Димитриев, В.Ф.Каховский, Н.И.Егоров, Е.А.Ягафова тата ытти тӗпчевҫӗсен ӗҫӗсенче самаях тӗплӗ ҫырӑнса юлнӑ. Ҫавсемпе усӑ курса, ваттисенчен ыйтса пӗлсе, Тутарстанри Пӑва хутлӑхӗнчи Рункӑри вӑтам шкулти кашни шкул ачи хӑйсен ҫемье тӑмхине пӗлет, вӑл паллӑна алӑсталӑх япалисем ҫине пит тирпейлӗн картса хӑварать. Вӗсен унта шкул умӗнчи картасен капӑрлатнӑ юписем те ӳкерчӗклӗ, тӑмхаллӑ. Музейри пек. Шкулта ӗҫлекен халӑх ӑс-хакӑлӗн ӑсти Сантӑр Пикл ӳнерҫӗ алли ҫӑмӑл пулнӑ. Ача-пӑча ҫак йӗркене савса йышӑннӑ. Ытти ҫӗрте те ҫавӑн пек тума пулмасть-им-ха? Пулать. Пултармалла та. Ашшӗ-амӑшӗ, вӗрентӳҫӗ, вулавӑшҫӑ тӗлӗрсе пурӑнмасан.

Чӑваш Республикин ялавӗпе тӑмхи илемлӗ, нумай пӗлтерӗшлӗ, уҫӑмлӑ. Хамӑрӑн Республикӑн Мухтав юрри те — «Тӑван ҫӗршыв» — ансат, сарлака, мӑнаҫлӑ. Наци Конгресӗн «Алран кайми» юрри пекех. Эппин, чӑваш районӗсен, ялӗсен ялав, тӑмха, элем тата мухтав юрри (гимн) тунӑ чухне вӗсен шайне асра тытас пулать. Авалхине те, малашнехине те курса тӑмалла пултӑр.

Геральдика ӳнерӗн хӑйӗн ҫирӗпленнӗ саккунӗсем пур. Район тата ялсен тӑмхисене тунӑ чухне вӗсене тытса пыма тиветех. Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Етӗрне, Ҫӗмӗрле, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри хулисен тӑмхисем, пӗтӗмӗшле илсен, ӑнӑҫлӑ. Вӗсем хӑйне евӗрлӗ хуласем пулнине тӳрех «паллама» пулать. Район тӑмхисене тунӑ чухне вара тем тӗрлӗ хӑтланни те тӗл пулать. Вӑрмар, Вӑрнар, Муркаш, Тӑвай, Пӑрачкав, Комсомольски, Патӑрьел, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Йӗпреҫ; Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Элӗк, Елчӗк тата ытти районсен тӑмхисене курсанах кирек кам та тӑван республикӑна, чӑваш ҫӗршывне палласа илмелле. Мӗнрен? Тӗсӗнчен (сарӑпа хӗрлӗ), тытӑмӗнчен-хапинчен, ҫӑлтӑрӗнчен, чӑвашла ҫырнинчен... Тӗлӗнмелле пулсан та, чылай районсен тӑмхисем ҫине пӗр чӗлхепе кӑна ҫырнӑ: е вырӑсла, е чӑвашла кӑна. Ячӗ икӗ чӗлхепе те пӗр пек янӑрать пулсан ӑнланма пулӗ. Анчах пирӗн чылай район ячӗ чӑвашла расна янӑрать: Янтиково — Тӑвай, Мариинский Посад — Сӗнтӗрвӑрри... Муркаш, Йӗпреҫ, Шӑмӑршӑ, Чутай тенисем чӑвашла ҫырнипех ытти халӑх ҫыннисене ӑнланмалла илтӗнеҫҫӗ, анчах геральдикӑра чӗлхесен саккунне те тытса пымаллах. Икӗ чӗлхепе ҫырни кирлӗ! Улатӑр районӗн тӑмхи «чӑвашла» пулни тӳрех курӑнать. Вӑл Чӑваш Республикин гербне ҫывӑх. Хӑмла ҫулҫисем вырӑнне юман ҫулҫисем лартнӑ, аялти ят чалхине республикӑнни пекех икӗ еннелле сарса хунӑ. Шупашкар районӗн тӑмхине те «чӑвашлатнӑ» — унӑн ҫӳл енче Шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ пур. Тен, ҫак ҫӑлтӑра кашни район тӑмхи ҫинех лартмалла? Мӗнрен начар вӑл? Вырӑн нумай йышӑнмасть, пӗлтерӗшӗ пысӑк, хитре курӑнать.

Район тӑмхи Республика гербӗнчен пайрӑм кӑна илме пултарать. Пӗр пек пулма та, пачах расна курӑнма та кирлӗ мар унӑн. Халлӗхе вара Чӑваш Республикинчи район тӑмхисем ялсен тӑмхисенчен пачах уйрӑлса тӑмаҫҫӗ. Ытларахӑшӗ — аял вӗҫне авӑнчӑклӑн шӗвӗртнӗ тӑваткал питлӗх пек. Чӑвашстанра Вӑрмар, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар, Шӑмаршӑ районӗсен гербӗсем Тутарстанри Нурлат районӗн тӑмхин йӗкрешӗсемех. Районсенчи ялсен тӑмхисем те пӗр станпа пусса кӑларнӑ пекех. Ҫӗмӗрлери, Чутайри, Кӳкеҫ таврашӗнчи ялсен те вӗсем — аял вӗҫне авӑнчӑклӑн шӗвӗртнӗ питлӗхсем. Тен, район тӑмхисене Юманай тӑмхи пек хитре чалхапа явмалла? Е улатӑрсенни пек туса, Республика гербӗн «чалха хуранне» лартмалла?

Район е ял тӑмхин питлӗх (щит) варрине ӳкерекен хатӗр-хӗтӗрӗ ҫине илемлӗх енчен тиркевлӗ пӑхмалла пулӗ. Тӗслӗхе ҫӗмӗрлесен ял тӑмхисене пӑхӑпӑр. Н.Адер таврапӗлӳҫӗ, паллӑ пайтаҫӑ, хӑйӗн тӑван ялӗн тӑмхи варрине урапа кустӑрмипе кашкӑр сӑнӗсене лартасшӑн. Юманай ялӗ пысӑк юман ӳкернӗ, ун айне пӗр енчен шкул, тепӗр енчен чиркӳ ҫурчӗсене лартнӑ. Уйпуҫ Ялтра тӑмхинче юпапа чӑрӑшсем, Пӳкрин — йывӑҫ ҫулҫисем, тухакан хӗвел, шыв палли... Кураккассин, паллах, ҫунаттисене саракан тӗреклӗ курак, Тарӑнҫырман — йывӑҫпа ҫӑлкуҫлӑ ҫыран... Пуринче те пурнӑҫ йывӑҫӗсем пур. Хӑшӗн — пӗрре, теприсен иккӗ е виҫҫӗ, Юманайӑн — 5. Мӗншӗн тесен ун турачӗсем айӗнчен тата пилӗк ял уйрӑлса тухнӑ. Килӗшмелле-и? Килӗшмелле.

Тутарстан Республикин гербӗ ҫинче авалхи барс ӳкерчӗкне куратпӑр. Пӑлхарсенчен юлнӑ пайрӑм теҫҫӗ. Эпир те хамӑра пӑлхар тетпӗр те, анчах пирӗн ӑс-тӑнра кайӑк-кӗшӗке, выльӑх-чӗрлӗхе символласа кӑтартасси тахҫанах ҫухалнӑ. Эпир ҫынна та, чӗрчунсене те, шыва-вута та, улӑх-ҫарана тата нумай-нумай ытти япалана тӗрӗ чӗлхи ҫине куҫарнӑ. Асӑну юписем ҫинче тӗнче тытӑмне, несӗлсен ҫыхӑнӑвне, тӗнчемӗрӗн хаклӑ енӗсене йӑлтах ҫырса хӑварнӑ. Паллисене вула та ӑнлан кӑна... Ку вӑл авалхи халӑхсен ӑсталӑхӗ. Чӑвашӑн автанӗ те, кашкӑрӗ те, куракӗ те тӗрӗ чӗлхиллӗ, урамра утса ҫӳрекеннисем мар. Ҫавӑнпа ку енӗпе тӑмха чӗлхине каялла яма кирлӗ мар пулӗ. Вӑрттӑнлӑх чӗлхипех калаҫни тӑмхасен тӗшшине хӑпартса тӑрать.

Ял-ялӗнче, районта туса кӑларакан япаласене тӑмхана кӗртни аван-и? Пӗр-пӗр япала тӑвас енӗпе таврара чапа тухнӑ пулсан, вӑл япалан ӗлкине мӗн-ма кӗртес мар ӳкерчӗке? Тӗслӗхрен, Тури Кӑмаша ялӗнче урапа кустӑрмине мала кӑларнӑ, мӗншӗн тесен кунти ҫынсем йывӑҫран япала, уйрӑмах урапа-ҫуна тума ӑста. Кустӑрман урӑхла пӗлтерӗшӗ те анлӑ. Шупашкар районӗнчи Пӗчӗк Сӗнтӗр ялӗн тӑмхи ҫине урапа кустӑрми (кӑстӑрчӑк) тата ҫул юпине ӳкерсе хунӑ. Кунта ӗлӗкренех пуштӑпа ям станцийӗ пулнӑ. А.С.Пушкин, А.И.Герцен, Л.Н.Толстой тата ытти нумай-нумай паллӑ ҫын тӑрантаспа килсе чарӑннӑ. Ял тӑмхи ҫинчи капӑр кустӑрма пит вырӑнлӑ. Сурпан, алтӑр тата ытти япаласене кӑтартас текенсем те пур. Пӗлтерӗшӗпе, илемӗпе чуна та ӑса кӳнӗҫтерет пулсан, вӗсене те кӗртме пулать. Малаша пӑхсан, шеҫтӗрнесем, электрояпала паллисем ӳкерни пӗлтерӗшсӗр мар. Вӗсем те тӗш-тырӑ е хӑмла пекех ытарлӑ, сулӑмлӑ. Истори е еткерлӗх паллисене кӗртни пӑсмасть. Етӗрне хулин тӑмхинче тупӑ та, йӗтре те авалах пулнӑ. Пултӑр малашне те.

Ялӑн ячӗ пур. Ячӗ пур пулсан паспорчӗ пур. Паспорчӗ пулсан сӑнӗ пур. Пулччӑр вӗсем кашни ялӑнах. Ял тӑмхисене (гербӗсене) управ пӗтевӗ-талисманӗ пек хӗрсемпе каччӑсене инҫе ҫула ыр сунса парса яма та манас марччӗ. Ӗлӗк салтака каякан ывӑлне амӑшӗ шӑрттан, ашшӗ тӑпра чӗптӗмӗ парса янӑ пек.

Чӑваш ялӗн тӑмхине ҫапнӑ тӗрӗ-эреше, куршак-чӳлмеке, савӑт-сапана ҫул ҫӳрекенсене сутас пулсассӑн та сӑвап кӑна пулӗччӗ. Спорт командисен кӗпи ҫинче тӑван ял е район тӑмхи ҫутӑлса тӑрсан япӑх-им тата?

Несӗл, ял, район, республика элемӗсемпе тӑмхисем Тӑван ҫӗршыва кӑтартса тӑраҫҫӗ, вӗсене хӳтӗлеме чӗнеҫҫӗ. Ӗлӗк ҫапла пулнӑ, малашне те ҫапла пултӑр.

В.П.Станьял,
Чӑваш наци конгресен Мӑн Канаш пашханӗ, чӑваш таврапелӳҫисен пӗрлӗхӗн ертуҫи.
«Тӑван Атӑл», 2002, 6№


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-04-20 16:53:30 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2965 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем